Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ял тӑрӑхӗн «Культурӑпа вулавӑш пулӑшӑвне аталантаракан центр» ҫумӗнче «Асамат кӗперӗ» ансамбль вырнаҫнӑ — ҫулӗсемпе ҫамрӑках мар пулин те чунӗсенче вӗсем хӑйсене 17 ҫултисем пекех туяҫҫӗ.
Ансамбль репертуарӗнче тӗрлӗ юрӑсем пур — хальхи кӗвӗҫӗсем ҫырнисем те, халӑх юррисем те. Пурне те вӗсем пӗтӗм кӑмӑлтан шӑрантараҫҫӗ. Ушкӑн ертӳҫи — Фролова Светлана Анатольевна. Юрлаканӗсем тӗрлӗ сферӑра ӗҫлекен хӗрарӑмсем: вӗрентекенсем, культура ӗҫченӗсем, пенсие тухнисем, ахаль ҫынсем.
Хальхи вӑхӑтра «Асамат кӗперӗ» ҫӗнӗ юрӑсем вӗренет — ак, нумай пулмасть вӗсем Василий Лазаревич Эривановӑн «Юратсан — тавралӑх чечекре» юрӑ сӑмахӗсене вӗренчӗҫ.
Кашни ҫулах Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче Раиса Сарпи сӑвӑҫа халалласа литератара каҫне ирттереҫҫӗ. Ытти ҫул ачасем тӗрлӗ номинацире сӑвӑҫӑн сӑввисене вулатчӗҫ, хӑйсен пултарулӑхне кӑтартатчӗҫ. Кӑҫал вара ку уява урӑхларах ирттерме шутланӑ. Уяв ятарласа Патӑрьел районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хушшинче иртрӗ. Вӗрентекенсем Раиса Сарпин пултарулӑхне тӗрлӗ енлӗ тишкернӗ доклачӗсене, хӑйсем тата поэтесса ҫырнӑ сӑввисене вуларӗҫ. Сарпин сӑввисем тӑрӑх ҫырнӑ юрӑсене юрларӗҫ. Урокра усӑ курма юрахлӑ хӑтлавсемпе (презентацисемпе), методика разработкисемпе паллаштарчӗҫ. Раиса Сарпи хӑй те аякри ҫула пӑхмасӑрах килни уява илем кӳчӗ.
Ытларикун, ҫӗртмен 28-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗн Кӗҫӗн Патӑрьелти «Олимп» комплекслӑ спорт площадкинче ҫамрӑксен канашӗн «Ҫамрӑксене шанмалла» V район фестивалӗ иртнӗ.
Мероприятие уҫас умӗн хутшӑнакансене Патӑрьел район администрацин вӗренӳ начальникӗ Валерий Осипов, Тӑрӑн ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Константин Михеев саламларӗҫ. Вӗсен сӑмахӗ ҫамрӑксене хавхалантарчӗ — кашни ӑмӑртӑва вӑй-халне шеллемесӗр хутшӑнчӗҫ.
Нӑрваш Шӑхаль ял тӑрӑхӗн чысне Ольга Митрофановӑн, Саша Григорьевӑн, Петя Адикинӑн, Юра Томатовӑн, Юрӑпа Надя Васильевсен, Полина Лаврентьевӑн, Аленӑпа Саша Смирновсен, Ирина Кошкинӑн хӳтӗлеме тиврӗ. Ӑмӑртусене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Нӑрваш Шӑхаль ял тӑрӑхӗн ҫамрӑкӗсем малти вырӑна тухни паллӑ пулчӗ.
Маттур! Малашне те ӳсӗмсем тума сунатпӑр!
Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Нӑрваш Шӑхаль вӑтам шкулӗн аслӑ класӗсенче вӗренекенсем акт залне пухӑнчӗҫ. Ара паян кунта тӑван шкулӑн 9-11-мӗш класӗсенче вӗренекен пикесем хӑйсен янӑравлӑ куллипе, юрри-ташшипе пӗрле вӗренекенсене савӑнтараҫҫӗ-ҫке. Хӗрсем «Илемлӗ чӑваш юрри» кӗвӗпе сцена ҫине акӑшсем евӗр шуса тухнипе пуҫланчӗ конкурс. Чӑваш тумне тӑхӑннӑ пикесем ҫинчен куҫа та илес килмест, ҫав тери илем кӳрет вӗсене ку тум. Конкурс вӑхӑтӗнче пикесем хӑйсемпе сӑвӑласа паллаштарчӗҫ, чӑваш ташши ташласа кӑмӑла ҫӗклерӗҫ, чӑваш юррисене шӑрантарса тыткӑна илчӗҫ. Халӑхӑрӑмӑр йӑли-йӗркине тӗплӗн пӗлни пурне те тӗлӗнтерчӗ. Пикесем пӗри те пуш алӑпа килмен, кам хуплупа, кам хуран куклипе тата тепри пуремечӗпе; капӑртмапа кукӑльпе сӑйлакансем те пулчӗҫ.
Конкурс вӑхӑтӗнче ҫак шкултах вӗренекен Николаев Юрий, Ильина Екатерина, Алексеева Лолита тата Митрофанова Кристинӑпа Шалтынова Зина куракансене чӑваш эстрада юррисем юрласа савӑнтарчӗҫ. конкурс питӗ хӗрӳ иртрӗ. Хӗрсем пурте пултаруллӑ та маттур, илӗртӳллӗ те хӳхӗм — пӑхса ытармалла мар.
Пикесем тӗрлӗ номинацире ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗҫ, «Пултаруллӑ пике» — Митрофанова Татьяна, «Илӗртӳллӗ пике» — Григорьева Александра, «Ӑслӑ пике» — Кошкина Анастасия, «Хӳхӗм пике» — Осипова Татьяна, «Ҫепӗҫ пике» — Кириллова Алена, «Тавҫӑруллӑ пике» — Иванова Анна, «Куракансем кӑмӑллакан пике» — Михайлова Настя, 9-мӗш класра вӗренекен Лукьянова Екатерина вара «Шӑхаль пики-2011» ятсене ҫӗнсе илчӗҫ.
Кӗҫнерникун, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче, 30 градуса яхӑн сивӗ тӑракан вӑхӑтра Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль вӑтам шкулӗнче чӑваш сӑвӑҫин, ҫыравҫин тата драма ӑстин Раиса Сарпин литература каҫӗпе «Сарпи вулавӗсем» ӑмӑртӑвӗ иртрӗ.
Конкурс кӑҫал 19-мӗш хут иртрӗ, халалласса та ӑна Раиса Васильевна 60 ҫул тултарнине халалланӑ. Йӗркелекенсем: Раиса Сарпи, Нӑрваш Шӑхаль шкулӗ, вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ, «Труд» (чӑв. Ӗҫ) хуҫалӑх. Конкурса ача-пӑча пултарулӑхне аталантарас, сӑвӑ ҫырма ӑста ачасене палӑртас, ачасене тӑван чӗлхе илемлӗхне уҫса парас шухӑшпа ирттернӗ. Ӑмӑртура 2 номинаци пулчӗ — Раиса Сарпи сӑввисене вуласси, тата ачасем хӑйсем ҫырнӑ сӑвва каласа парасси.
Каларӑмӑр ӗнтӗ, шартлама сивве пӑхмасӑр Нӑрваш Шӑхаль шкулне ачасем чылаййӑн пухӑннӑччӗ — 70 ытлаччӗ вӗсем. 22 шкултан килнӗччӗ. Сарпи сӑввисене вуласа малти вырӑнсене Екатерина Шурякова (1 кл, Аслӑ Арапуҫ шкулӗ), Милана Наумова (4 кл, Патӑрьелти 1№ шкул), Татьяна Жегалина (6 кл., Нӑрваш Шӑхаль шкулӗ), Анастасия Салмина (9 кл., Кивӗ Ахпӳрт шкулӗ) тухрӗҫ.
Хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсене вуласа пӗрремӗш вырӑнсене Пӑлапуҫ Пашьел шкулӗнче 1-мӗш класра вӗренекен Александр Кондратьев тата 6-мӗш класра вӗренекен Любовь Мешкова йышӑнчӗҫ.
Ҫуллахи шӑрӑх кунсем иртсе кайрӗҫ пулин те чӑваш халӑхӗ ҫӑлсемпе пӗвесем пирки манмасть. Ак, нумай пулмасть, Патӑрьел районӗнче пӗвесене тарӑнлатрӗҫ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет.
Хуравай ҫырми Патӑрьел районӗнче вырнаҫнӑ Вӑрманхӗрри Шӑхаль ҫумӗнчи вӑрман уҫланки урлӑ хӑйне валли ҫул уҫнӑ. Тахҫан тунӑ пӗве вӗҫне ӗнесем тапӑра анатчӗҫ. Пуҫӗнче, тарӑнрах вырӑнта, ял ҫыннисем ҫӑвӗпех ӑшӑ шывра чӳхенсе уҫӑлатчӗҫ. Шел, иртнӗ ӗмӗр вӗҫнелле ҫурхи шыв-шур татса кайнӑ хыҫҫӑн курорт евӗр хитре вырӑн юрӑхсӑра тухрӗ. Кӑҫалхи шӑрӑхра кӳлленчӗксем кӑна мар, ҫырми хӑй те типсе ларчӗ. Ӑна чӗртсе тӑратасчӗ тесе халӑх сахал мар шухӑшланӑ. Улатӑрпа Йӗпреҫ енче вӑрмансем ҫунни те ял пуҫлӑхне ҫирӗп утӑмсем тума хистерӗ пулӗ. Вут-ҫулӑм тухас-тӑвас пулсан таврара пӗр витре шыв ӑсмалӑх ҫӑл ҫук!
Патӑрьелӗнчи Шӑнкӑртам строительство организацийӗ пархатарлӑ ӗҫе пурнӑҫлама килӗшнӗ. Бульдозерсемпе скреперсем хытнӑ ҫӗре хырса тикӗсленӗ хыҫҫӑн шыв управӗ тепӗр хут «шӑтса» тухрӗ.
Виҫӗ уйӑх ытла пуҫлӑхсӑр пурӑннӑ институтра тинех ҫӗнӗ директора лартнӑ — ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑл вырӑна филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи Исаев Юрий Николаевич йышӑнать.
Малтан, Григорьев Валерий Сергеевич (истори ӑслӑлӑхӗн тухтӑрӗ) кайсан пуҫлӑх вырӑнӗ пушаннӑ хыҫҫӑн, директор ӗҫне Харитонова Валентина Григорьевна туса пынӑччӗ.
Юрий Николаевич маларах Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Халӗ вара Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне ертсе пырӗ.
Юрий Николаевич Патӑрьелсем, Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче 1969 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1986 ҫулта ялти шкулта ӑс пухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетне вӗренме кӗнӗ. 1989 ҫулта ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ. 2002 ҫулта «Чувашские эмотивные антропосемизмы и их синонимические ряды (пейоративное семантическое поле «человек»)» темӑпа кандидат диссертацине хӳтӗленӗ.
Паян Пекинра маунтинбайк ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Ӑмӑрту пирӗн тӑрӑхри вӑхӑтпа 6 сехетре пуҫланчӗ. Пирӗн ентеш, Ирина Клементьева виҫҫӗмӗш тухрӗ — йӗс (бронза) медале тивӗҫрӗ.
Ирина Клементьева Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче 1977 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Раҫҫейре тава тивӗҫлӗ маунтинбайк спорт мастерӗ шутланать. Чылай ӑмӑртусенче пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |